Вĕри шыв пулĕ-ши?
Кÿкеç поселокĕнче централизациленĕ тытăмпа хутса тăракан «конечкăри» çуртсенче çăвĕпех вĕри шыв çуккипе нушаланатпăр. Хăшĕ-пĕрисем бойлерсем лартнă-ха, анчах пурте çакна тăваймаççĕ-çке. Хăçан та пулсан поселокри çуртсенче çуллахи вăхăтра вĕри шыв пулĕ-ши?...